Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă. Пĕр хăнăхнă ĕçе каллех эп путăп. Тăратăп, микрофонăм - манăн турăш... Çук-çук, паян вăл - вутлă амбразура. Микрофона, туятăп, çывăх мар эп - Ман сассăм такама та йăлăхтарĕ. Тунам пĕр чĕптĕм çеç - суя кăварĕ Пĕр шелсĕр вăйланса чуна çунтарĕ. Прожектор, рамăпа хунар Каварлашса сапаç кăвар Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх... Ах, шăрăх! Шăрăх! Вăл эсремет пек: çивĕчрен çÿхе! Кăштах çеç йăнăшсассăн та - сисет. Сурать «Хевтеçĕм çук» тени çине, Хушать илмешкĕн тĕрĕс нотăсем. Паян пушшех те эп хăрăлтататăп. Анчах сасса улăштарма хăратăп. Чун хĕлĕхне кăштах кăна парсан та Тÿрлетес çук ăна вăл - тем парсан та. Прожектор, рамăпа хунар Каварлашса сапаç кăвар Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх... Ах, шăрăх! Шăрăх! Авкаланать çĕлен пек микрофон, Пуçне хăрушшăн пăркалать. Пĕлетĕп: Самантлăх чарăнсассăн - эс сăхан. Юрлас пулать: вилсен вилетĕп. Ан йăшăлтат, ан хăй тек тапранмашкăн. Эп куртăм сăнă: эс - çĕлен - чухлатăп. Эп хам - асамçă халь çĕлен-калташăн. Юрлакан мар, эп - кобра, ăрăмлатăп. Прожектор, рамăпа хунар Каварлашса сапаç кăвар Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх... Ах, шăрăх! Шăрăх! Вăл çăткăн чĕпĕ евĕр выçлăхла Çăвартанах сасса хыпса чăмларĕ. Пуçран перет вăл тăхăр грамм тăхлан. Хул çĕкленмест - алла тăллать гитара. Каллех!.. Пулмасть-тăр çакăн вĕçĕ... Ман микрофон мĕскер вăл, мĕн ун ĕçĕ? Вăл халь çурта пек питĕм умĕнче. Анчах çунмасть. Эп - çылăхлă çын çеç. Прожектор, рамăпа хунар Каварлашса сапаç кăвар Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх... Ах, шăрăх! Шăрăх! Ман кĕввĕм - ансатрах гаммăсенчен. Анчах чуна сутам - ку ун саманчĕ: Çапать пырса питрен те куçсенчен Çав микрофон мĕлкийĕн саламачĕ! Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă. Кĕтем-ши шăплăха е тăвăл тухĕ? Тăратăп... Микрофонăм - манăн турăш... Çук-çук, паян вăл - вутлă амбразура. Прожектор, рамăпа хунар Каварлашса сапаç кăвар Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх... Ах, шăрăх! Шăрăх!
© Владимир Сурков. Translation, 2014