Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă.
Пĕр хăнăхнă ĕçе каллех эп путăп.
Тăратăп, микрофонăм - манăн турăш...
Çук-çук, паян вăл - вутлă амбразура.
Микрофона, туятăп, çывăх мар эп -
Ман сассăм такама та йăлăхтарĕ.
Тунам пĕр чĕптĕм çеç - суя кăварĕ
Пĕр шелсĕр вăйланса чуна çунтарĕ.
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
Вăл эсремет пек: çивĕчрен çÿхе!
Кăштах çеç йăнăшсассăн та - сисет.
Сурать «Хевтеçĕм çук» тени çине,
Хушать илмешкĕн тĕрĕс нотăсем.
Паян пушшех те эп хăрăлтататăп.
Анчах сасса улăштарма хăратăп.
Чун хĕлĕхне кăштах кăна парсан та
Тÿрлетес çук ăна вăл - тем парсан та.
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
Авкаланать çĕлен пек микрофон,
Пуçне хăрушшăн пăркалать. Пĕлетĕп:
Самантлăх чарăнсассăн - эс сăхан.
Юрлас пулать: вилсен вилетĕп.
Ан йăшăлтат, ан хăй тек тапранмашкăн.
Эп куртăм сăнă: эс - çĕлен - чухлатăп.
Эп хам - асамçă халь çĕлен-калташăн.
Юрлакан мар, эп - кобра, ăрăмлатăп.
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
Вăл çăткăн чĕпĕ евĕр выçлăхла
Çăвартанах сасса хыпса чăмларĕ.
Пуçран перет вăл тăхăр грамм тăхлан.
Хул çĕкленмест - алла тăллать гитара.
Каллех!.. Пулмасть-тăр çакăн вĕçĕ...
Ман микрофон мĕскер вăл, мĕн ун ĕçĕ?
Вăл халь çурта пек питĕм умĕнче.
Анчах çунмасть. Эп - çылăхлă çын çеç.
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
Ман кĕввĕм - ансатрах гаммăсенчен.
Анчах чуна сутам - ку ун саманчĕ:
Çапать пырса питрен те куçсенчен
Çав микрофон мĕлкийĕн саламачĕ!
Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă.
Кĕтем-ши шăплăха е тăвăл тухĕ?
Тăратăп... Микрофонăм - манăн турăш...
Çук-çук, паян вăл - вутлă амбразура.
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
|