(Романтик тунсăхĕ)
Кутамккари вĕт чул пек вакланасшăн
Хам ăшăмра хамах шăкăртатап.
Тунсăхăма хуйха эп çавăрасшăн -
Кичемлĕхре асамлăхах шырап...
Пĕрре кăна уçман Çĕн Тĕнчене,
Кивви пайланнă лаптăксем çине.
Çук вăрттăнлăхĕ пирамидăсен,
Эсрел панче гусар та пиратсем.
Тем те пĕлен этепсĕрсен эшкерĕ
Тăрса тухайнă вĕçсĕр - шăкăрин.
Тупсăм тупаймăн пулмасан укçу,
Тек «Эврика!» темешкĕн шанчăк çук.
Чакăл тусен шалка çамки çинчен
Ÿксе эп хуçăлма ĕлкĕреймерĕм.
Ман ылтăна та Клондайк енчен
Пуçтарнă - варкăшмасть хура элемĕм.
Юмах киммисене хупланă юшкăнпа,
Чи юлашки çĕрет-тĕр могикан та.
Хурах карапĕсем выртаççĕ типĕтсе
Ăшăх шывра ырхан аякĕсе.
Кĕтессе çакнă ыр кинжалăмсем
Йĕннисенче выртаççĕ хĕсĕнсе.
Пĕртен пĕр шанчăка - хăмăш сулла
Хысак çумне çапса аркатнă мăн хумпа.
Йышран юлташăмсем тухса ÿкеççĕ -
Вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçланнă.
Пысăккине часрах алла ярса илеççĕ,
Хыçри кĕпер айне пушар чĕртеççĕ.
Сипетсĕр вăйăпа алхасакан
Авантюрист таврашĕ сахалланчĕ.
Вĕсем халь прерире - кĕтÿ хăвалакан...
Мустанг майлах пуласшăн учĕ çеç!
Эп - чысшăн çапăçас текен çĕрте,
Дуэлĕмсем йăлт пулса иртнĕ.
Чĕнекенни те, килĕшекенни те
Е килĕшнĕ, е пурте вилсе пĕтнĕ.
Ман ĕçĕм-хĕлĕме те мансăрах
Пурне те тунă пирĕн пулăшусăр.
Туяннă çупкă йĕксĕксем, часах
Кайса пăчланнă чыссăр-сумсăр.
Тем парăттăм пересшĕн Дантеса:
Анчах та, шел, кăшт каярах çуралнă...
Мĕскер тăвас? Тен, вăрттăн çаратас
Нотр-Дамран ăçтиçука халь манăн?
Ытти ĕмĕрсенчи кун-çулсенче
Ман пикесем, эх, пурăнса ирттернĕ...
Эп чăннипех е тĕлĕкĕмсенче
Саван тÿшексене йăлт йышăнса пĕтернĕ.
Ярса илейнĕ эп вилес çĕре те:
Вителĕк-и вăл, е курăк-и, е юр...
Куççуль тăкса сиплевçĕ йăмăксем те
Çук, манра мар çав, çуса янă, çук...
Туссем те вĕтĕ ала витĕр юхрĕç -
Унтан килмен никам та каялла.
Ыр вилĕмпе кайни - пĕри те çук-тăр,
Ытла та ир, пĕр сарăмсăр, паллах.
Кĕпе хывмасăр, çылăха туймасăр
Хăшĕ-пĕри вĕçлерĕ кун-çулне.
Мухтавласа, пĕрре те ылханмасăр
Пушатрĕç лăпкăн çеç куркисене.
Тепĕрисем пĕлсе те, чухласа та
Кирлĕ чухне юрларĕç те пулассине сиссен,
Пурте çĕкленчĕç çÿлĕ çулпалан...
Эп ĕлкĕреймерĕм. Юлтăм, çĕкленмерĕм!
|