Янкăр кун. Тÿпере -
тап-таса...
Тимĕр-тăмăр çĕре
таптаса,
кĕмсĕр-кемсĕр кĕрлет,
ахăрать.
Йывăç сĕткенĕпе
макăрать.
Тĕтĕм-сĕрĕм тăрать -
хĕрес пек.
Çавăрмаççĕ йăва
аистсем.
Пучах - ылтăн: епле
ĕлкĕрес?..
Акни пулчĕ, элле,
ахалех...
Янтарь тĕслĕн мĕскер
тĕлкĕшет?
Ку - Пушар... Тыр-пула
тĕшĕрет.
Инкекрен мĕн пурри
тарчĕçĕ.
Пĕтнĕ кайăк юрри -
çăхан çеç!
Йывăçсем - кĕл, тусан
айĕнче.
Юрăсем чарăнсан
килĕрен,
Юратма та манать
çут тĕнче -
Курайманлăх паян
кирлĕрех!
Тĕтĕм-сĕрĕм тăрать -
хĕрес пек.
Çавăрмаççĕ йăва
аистсем.
Çĕрĕм-шывăм пĕрех
ахлатать,
Вăрман тăрри çÿле
кармашать
Вăрçăчченхи пекех
кашласа...
Вĕçсĕр ахрăм текех
хашлатать.
Тарса пĕтнĕ пурри
тухăçа.
Çук тек кайăк юрри,
аист çук!
Тĕрлĕ сасă çÿрет
уçлăхра.
Халь те темĕн кĕрлет
анăçра.
Шăппăн çеç такам
кăшкăртăр -
Ут ури сас парать
тă-пăр-тăк!
Тарса пĕтнĕ пурри
тухăçа
Пуш-пушах пÿрт тăрри -
аист çук...
|