Мӗнле ҫурт-ши ҫак? Путнӑ тӗттӗме. Витӗр-ашкӑнчӑк ҫичӗ ҫил ҫинче. Пӗтӗм кантӑкӗ - тарӑн вар енне, Хапхи-алӑкӗ - иртен ҫул ҫине. Хӑть эп ыртӑм ытла, - тӑварайрӑм утсе. Эй, кам пур ҫак ҫуртра? Кӗтсе ил этемле. Ҫук никам. Мӗлке ҫеҫ сикрӗ ялт! ҫенӗкре. Ҫахан анчӗ тата, ак, ҫӳлтен ҫӗрелле. Шала кӗтӗм ҫеҫ, ӑт - сана хупах: Кашни виҫҫӗмӗш - чӑн тӑшман-хурах; Янахне пӑрӗҫ кӗтмен хӑнанне! Кӗтемре йӑлт-веҫ пӑснӑ Турӑ сӑнне... Ак, хускалчӗ темле вӑшкӑртса калаҫни; Ав, нӑйлать кӗтесре юрӑ гитарӑлли; Тытамак пуль теприн - айванкка вӑр-этем Ҫеҫҫине чалт! кӑтартрӗ сӗтел айӗнчен... «Кам калать мана, - мӗнле ҫурт-ши ку? Ҫута ҫук курма, сырса илнӗ мур; Ҫурта сӳннӗ тем, сывлӑш ҫук ҫӑтма; Манса кайрӑр-им пурӑнма ҫынла? Алӑксем яриех, чунӑрсем ҫӑрапа... Кам хуҫа кунта, эх, тултарсам куркана!» Анчах пулчӗ хурав: «Эс вӑрах, мӗн, ҫулра: Ҫынсене маннӑ, ав, эпир ӗмӗр - ҫапла! Курӑкпа пултран - ӑт, апат пекки; Чунсенче - пӑтрав, ӳт ҫинче - шатри; Эрехпе тата ӗмӗр ашкӑннӑ; Ишнӗ кил-ҫурта, вӑрҫнӑ, ҫакӑннӑ!» Хӑваларӑм лава, тартӑм кашкӑрсенчен... Ах, кӑтартӑр мана ҫурта ҫутнӑ пӗр ен, Ах, кӑтартӑр кӗтес - эп тек шыранине, - Таса юрӑ илтес, тултарас куркине». «Ун пек ҫурт ҫинчен пач илтмен эпир. Тек мӗн виличчен тӗттӗмре эпир. Ӗмӗр пирӗнпе - пӑшӑлти-хаяр, Турӑш айӗнче хӑрӑм витнӗ-тӗр». Пӑнтӑхран - усал сырнӑ ҫуртран - Тапса сикрӗм мала, пушӑна пӑрахсах, Ӑҫта куҫӑм курать, ӑҫта ҫитӗ лав ман, Ӑҫта кетеҫ мана, ӑҫта пурнӑҫ - ҫынлах! Мӗн чуль иртрӗ ҫул, иртрӗ хӗл мӗн чуль, Кӑнтрӗ-ывӑтрӗ тем - кӑнтаймарӗ пуль. Тухрӗ юррӑм, тен, ман пӗли-пӗлми, - Хуп-хура куҫсем, шур сӗтел сарми...
© Юрий Сан. Куҫараканӗ, 2025